-
|Mateo 24:1| Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ та ҫулпа утса пынӑ. Ҫавӑн чухне, ӐнаТурӑ Ҫурчӗпе хуралтисене кӑтартас тесе, Ун патне вӗренекенӗсем пынӑ.
-
-
-
|Mateo 24:2| «Ҫак ҫуртсене куратӑр-и? — тенӗ вӗсене Иисус. — Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ, йӑлтах аркатӗҫ».
-
-
-
|Mateo 24:3| Елеон тӑвӗ ҫинче ларнӑ чухне Ун патне вӗренекенӗсем пӗр хӑйсем кӑна пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: «Каласамччӗ пире: вӑл хӑҫан пулӗ? Эсӗ тепӗр хут килессе тата ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?»
-
-
-
|Mateo 24:4| Иисус вӗсене ҫапла тавӑрнӑ: «Хӑвӑра кам та пулин илӗртсе улталасран асӑрханӑр.
-
-
-
|Mateo 24:5| Мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа килекенсем нумай пулӗҫ, „эпӗ —Христос “ тесе вӗсем чылайӑшне улталӗҫ.
-
-
-
|Mateo 24:6| Тата сирӗн вӑрҫӑсем ҫинчен илтмелле, вӑрҫӑ хыпарӗсем илмелле пулӗ. Астӑвӑр, хӑраса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ҫавсен пурин те пулмалла, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха.
-
-
-
|Mateo 24:7| Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ; вырӑнӑн-вырӑнӑн выҫлӑх ҫулсем, вӗлерекен чир-чӗрсем, ҫӗр чӗтреннисем пулӗҫ.
-
-
-
|Mateo 24:8| Ҫапах та ҫаксем пурте — хӗн-хур пуҫламӑшӗ кӑна-ха.
-
-
-
|Mateo 24:9| Ун чухне сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ, Ман ятӑмшӑн сире пӗтӗм тӗнче курайми пулӗ.
-
-
-
|Mateo 24:10| Ҫавӑн чухне чылайӑшӗ Мана ӗненме пӑрахӗҫ, пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ.
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
