-
|Mateo 12:1| Нумаях та вӑхӑт иртмен, пӗршӑмат кун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Вӗренекенӗсен ҫиесси килнӗ те вӗсем пучахсене тата-тата илсе тырӑ пӗрчисене ҫиме пуҫланӑ.
-
-
-
|Mateo 12:2|Фарисейсем ҫакна курнӑ та Иисуса каланӑ: «Акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑмат кун тума юраманнине тӑваҫҫӗ».
-
-
-
|Mateo 12:3| Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Пӗррехинче,Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑрасан, вӑл мӗн тунине вуламан-им эсир?
-
-
-
|Mateo 12:4| Епле вӑл, кӗлӗ ҫуртне кӗрсе, Туррахалалланӑ ҫӑкӑрсене ҫинӗ. Ҫав ҫӑкӑрсене унӑн хӑйӗн те, унпа пӗрле пулнисен те ҫиме юраман вӗт-ха, вӗсене пӗртен-пӗр священниксем кӑна ҫиме пултарнӑ.
-
-
-
|Mateo 12:5| Е тата шӑмат кунсенче священниксем Турӑ ҫуртӗнче шӑмат кун тума хушман ӗҫсене тӑваҫҫӗ пулин те, вӗсем айӑплӑ мар тенине эсирсаккунра вуламан-им?
-
-
-
|Mateo 12:6| Анчах та калатӑп сире: халӗ ҫакӑнта Турӑ ҫуртӗнчен те Аслӑраххи пур.
-
-
-
|Mateo 12:7| Ҫырнинче: „Ҫынсем парне кӳни мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ Мана“, — тенине ӑнланса илнӗ пулсан эсир ҫак айӑпсӑр ҫынсене айӑпламӑттӑр,
-
-
-
|Mateo 12:8| мӗншӗн тесен Эпӗ,Этем Ывӑлӗ , — шӑмат кун хуҫи те».
-
-
-
|Mateo 12:9| Ҫавӑнтан кайсан Иисус унти пӗр синагогӑна кӗнӗ.
-
-
-
|Mateo 12:10| Унта алли типнӗ ҫын пулнӑ. Иисуса айӑплама сӑлтав тупас тесе синагогӑрисем Унран: «Шӑмат кун чиртен сыватма юрать-и?» — тесе ыйтнӑ.
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
