-
|Mateo 27:1| Тепӗр кунне тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пурте пуҫтарӑннӑ та Иисуса вӗлерттерме йышӑннӑ.
-
-
-
|Mateo 27:2| Вара Ӑна ҫыхтарнӑ таРим лартнӑ Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.
-
-
-
|Mateo 27:3| Иисуса сутнӑИуда , Ӑна вӗлерме йышӑннине пӗлсен, ӳкӗннипе вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене тавӑрса панӑ.
-
-
-
|Mateo 27:4| «Айӑпсӑр Ҫынна тытса парсаҫылӑха кӗтӗм», — тенӗ вӑл пуҫлӑхсене. Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Пире мӗн ӗҫ пур? Хӑвӑнне ху пӗл».
-
-
-
|Mateo 27:5| Вара Иуда кӗмӗл укҫисене Турӑ Ҫуртӗнче пӑрахнӑ та хӑй кайса ҫакӑнса вилнӗ.
-
-
-
|Mateo 27:6| Аслӑ священниксем, пӑрахнӑ укҫана пуҫтарса, ҫапла каланӑ: «Ку — юн укҫи, ҫавӑнпа ӑнаТурӑ Ҫурчӗн укҫа арчине хума юрамасть».
-
-
-
|Mateo 27:7| Канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем ютран килнӗ ҫул ҫӳрекенсем валли масар вырӑнӗ тума ҫав укҫапа пӗр чӳлмекҫӗрен ҫӗр илнӗ.
-
-
-
|Mateo 27:8| Ҫавӑнтанпа вӑл ҫӗре халичченех «Юн ҫӗрӗ» теҫҫӗ.
-
-
-
|Mateo 27:9| Ҫапла вараИеремия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Израиль ывӑлӗсем вӑтӑр кӗмӗл укҫалӑх Хакланине ҫавӑн чухлӗ укҫаллах илчӗҫ.
-
-
-
|Mateo 27:10|Хуҫа Турӑ мана пӗлтернӗ пекех, ҫав укҫана чӳлмекҫӗ ҫӗрӗшӗн тӳлерӗҫ».
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
