Mateo


  • |Mateo 21:1| Иисуспа вӗренекенӗсем Иерусалималла ҫывхарса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Елеон тӑвӗ патӗнчи Виффагине ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне

  • |Mateo 21:2| ҫапла хушса янӑ: «Ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, кӗнӗ-кӗменех эсир унта тихаллӑ, кӑкарса хунӑ ашак амине курӑр. Эсир ӑна вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр.

  • |Mateo 21:3| Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“ — тесен, эсир ашаксем Хуҫамӑра кирлӗ тесе тавӑрӑр, вара сире вӗсене тӳрех парса ярӗҫ».

  • |Mateo 21:4| Ҫакӑ пӗтӗмпех Турӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫланма пулса иртнӗ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ:

  • |Mateo 21:5| «Сион хӗрне 13 калӑр: акӑ йӑваш кӑмӑллӑ Патшу сан патна тихаллӑ, ӗҫе кӳлӗннӗ ашак ами ҫине утланса ҫывхарать».

  • |Mateo 21:6| Вӗренекенӗсем вара яла кайнӑ та Иисус хушнӑ пек тунӑ.

  • |Mateo 21:7| Ашак амипе тихине ҫавӑтса пырса, вӗсем хӑйсен тумтирӗсене ашаксем ҫине хунӑ, Иисус ҫав тумтирсем ҫине ларнӑ.

  • |Mateo 21:8| Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене Иисус умне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, теприсем тата йывӑҫ турачӗсем касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ.

  • |Mateo 21:9| «Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна 14! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» — тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.

  • |Mateo 21:10| Иисус Иерусалима пырса кӗрсен пӗтӗм хула хускалса кайнӑ. «Кам-ши Ку?» — тӗлӗнсе каланӑ хула халӑхӗ.


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.