Mateo


  • |Mateo 15:1| Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус патне Иерусалимри саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем пынӑ та ҫапла каланӑ:

  • |Mateo 15:2| «Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмасӑр ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?»

  • |Mateo 15:3| Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир мӗншӗн тата хӑвӑр йӑла-йӗркӗре Турӑ хушнинчен мала хуратӑр?

  • |Mateo 15:4| „Аҫу-аннӳне хисепле“ тата „Ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр“ тесе Турӑ каланӑ-ҫке-ха.

  • |Mateo 15:5| [5-6] Эсир вара: „Кам хӑй ашшӗне е амӑшне парассине Турра асӑнса парать, ҫав ашшӗ-амӑшӗ умӗнче парӑмлӑ мар“, — тесе вӗрентетӗр. Ҫапла каласа эсир хӑвӑр йӑла-йӗркешӗн Турӑ пил-хушӑвне пӑрахӑҫлатӑр.

  • |Mateo 15:6|

  • |Mateo 15:7| Эй, икӗ питлӗскерсем! Сирӗн ҫинчен Исаия пророк Турӑ сӑмахӗсемпе аван каланӑ:

  • |Mateo 15:8| „Ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑмалла ҫывхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах чун-чӗрипе Манран питӗ аякра.

  • |Mateo 15:9| Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“».

  • |Mateo 15:10| Унтан Иисус халӑха чӗнсе ҫапла каланӑ: «Итлӗр те ӑнланса илӗр:


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.