-
|Mateo 7:1| «Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ.
-
-
-
|Mateo 7:2| Мӗншӗн тесен эсир ҫынсене мӗнле айӑплатӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ. Эсир ҫынсене мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ.
-
-
-
|Mateo 7:3| Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн?
-
-
-
|Mateo 7:4| Хӑвӑн куҫунта пӗрене пулин те, епле-ха эсӗ тӑванна: „Куҫна кӗнӗ ҫӳппе кӑларса ярам-ха“, — тесе калама пултаратӑн?
-
-
-
|Mateo 7:5| Икӗ питлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тин тӑванун куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине уҫӑмлӑн курӑн.
-
-
-
|Mateo 7:6|Сӑваплӑ япалана йытӑсене пӑрахса ан парӑр, хаклӑ ӗнчӗ шӑрҫана та сыснасем умне ан сапалӑр — вӗсем ӑна таптӗҫ кӑна, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ».
-
-
-
|Mateo 7:7| «Ыйтӑр — вара сире парӗҫ, шырӑр — вара тупӑр, шаккӑр — вара сире уҫӗҫ.
-
-
-
|Mateo 7:8| Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ.
-
-
-
|Mateo 7:9| Сирӗн хушшӑрта ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсан, ӑна чул паракан ҫын пур-и?
-
-
-
|Mateo 7:10| Е пулӑ ыйтсан, ҫӗлен паракан пур-и?
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
