Mateo


  • |Mateo 18:1| Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ыйтнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑхра аслӑраххи кам пулӗ?»

  • |Mateo 18:2| Иисус пӗр пӗчӗк ачана кӑчӑк туртса чӗннӗ те ӑна вӗсен умне тӑратнӑ.

  • |Mateo 18:3| «Чӑн калатӑп сире: улшӑнаймасан, ача пек пулаймасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр.

  • |Mateo 18:4| Ҫавӑнпа та кам хӑйне ҫак ача пек кӗҫӗне хума пултарайӗ, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра аслӑраххи пулӗ.

  • |Mateo 18:5| Кам ҫакнашкал пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать».

  • |Mateo 18:6| «Кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗс тӗпне путарсан, ӑна хӑйне лайӑхрах пулӗччӗ.

  • |Mateo 18:7| Илӗртсе ҫылӑха кӗртнӗрен ҫак тӗнче хур курать. Илӗртӳсем пулаҫҫех, анчах та илӗртсе ҫылӑха кӗртекен ҫынна хуйхӑ пулӗ.

  • |Mateo 18:8| Сана аллу е уру ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна кас та ывӑтса яр. Алӑсӑр е урасӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни ал-ураллӑнах тамӑка, сӳнми вута пӑрахнинчен саншӑн лайӑхрах.

  • |Mateo 18:9| Сана куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах та ывӑтса яр: икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен хӑрах куҫупа ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни саншӑн лайӑхрах».

  • |Mateo 18:10| «Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.