-
|Mateo 18:11| Мӗншӗн тесенЭтем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ 7.
-
-
-
|Mateo 18:12| Епле шутлатӑр эсир? Тӗслӗхрен, пӗр-пӗр ҫыннӑн ҫӗр пуҫ сурӑх пур тейӗпӗр. Вӑл, пӗр сурӑхне ҫухатсан, тӑхӑр вун тӑххӑрӑшне ту хушшинче хӑварса, ҫухалнине шырама каймӗ-и?
-
-
-
|Mateo 18:13| Чӑн калатӑп сире: ҫав ҫын, сурӑхне тупсассӑн, уншӑн ытти ҫухалман тӑхӑр вун тӑхӑр сурӑхӗнчен те ытларах савӑнӗ.
-
-
-
|Mateo 18:14| Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкалах: Вӑл ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар».
-
-
-
|Mateo 18:15| «Ӗненекен тӑвану сана усал туса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳпкеле. Вӑл сана итлесен, эсӗ тӑванна каялла тавӑртӑн пулать.
-
-
-
|Mateo 18:16| Итлемесен, хупа пӗрле икӗ-виҫӗ ҫын илсе кай. Курни-илтнине ҫирӗплетекен икӗ е виҫӗ ҫын пулсан, кирек епле сӑмах та тӗрӗс пулать.
-
-
-
|Mateo 18:17| Вӗсене те итлес темесен вара ун ҫинчен ӗненекен ушкӑнрисене каласа кӑтарт. Ӗненекен ушкӑн та ӑна ӳкӗте кӗртеймесен, вӑл вара саншӑн урӑх халӑх ҫынни пекех,налук пухакан пекех пултӑр.
-
-
-
|Mateo 18:18| Чӑн калатӑп сире: эсир ҫӗр ҫинче мӗне чарӑр, ҫавӑ тӳпере те чаруллӑ пулӗ. Ҫӗр ҫинче мӗне чармӑр, ҫавӑ тӳпере те ирӗклӗ пулӗ.
-
-
-
|Mateo 18:19| Татах чӑн калатӑп сире: ҫӗр ҫинче сирӗн хушшӑртан иккӗн пӗр шухӑшлӑ пулса Турра тархасласан, Ҫӳлти Аттем вӗсем ыйтнине тивӗҫтерӗ.
-
-
-
|Mateo 18:20| Мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа иккӗн е виҫҫӗн пухӑннӑ ҫӗрте Эпӗ те вӗсемпе пулатӑп».
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
