Mateo


  • |Mateo 12:11| Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн пӗртен-пӗр сурӑхӗ шӑмат кун шӑтӑка кӗрсе ӳксен, сирӗнтен кам ӑна туртса кӑлармӗ?

  • |Mateo 12:12| Этем сурӑхран мӗн чухлӗ пахарах! Ҫапла вара, шӑмат кун ырӑ ӗҫ тума юрать».

  • |Mateo 12:13| «Аллуна тӑс-ха», — тенӗ унтан Иисус ҫав ҫынна. Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.

  • |Mateo 12:14| Фарисейсем вара синагогӑран тухсанах Ӑна вӗлерме кавар тунӑ. Анчах та Иисус, ҫавна пӗлсе, унтан кайнӑ.

  • |Mateo 12:15| Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Иисус пурне те сыватнӑ.

  • |Mateo 12:16| Вӗсене Иисус Хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хушман.

  • |Mateo 12:17| Вӑл ҫапла Исаия пророк урлӑ Турӑ каланӑ ҫак сӑмахсем пурнӑҫланччӑр тесе тунӑ:

  • |Mateo 12:18| «Акӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам. Эпӗ Ун ҫине Хам Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл мӗн пур халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ.

  • |Mateo 12:19| Вӑл тавлашса, кӑшкӑрашса ҫӳремӗ, никам та Ун сассине урамра илтеймӗ.

  • |Mateo 12:20| Тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, сӳне пуҫланӑ ҫутаткӑҫа та сӳнтермӗ.


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.