Mateo


  • |Mateo 24:11| Суя пророксем нумай килӗҫ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ.

  • |Mateo 24:12| Йӗркесӗрлӗх вӑйланса пынӑҫемӗн ҫынсем пӗр-пӗринчен сивӗнӗҫ.

  • |Mateo 24:13| Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ.

  • |Mateo 24:14| Вара мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ».

  • |Mateo 24:15| «Ҫапла вара, Турӑ Даниил пророк урлӑ калани ҫитсен, сӑваплӑ вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, — вулакан ҫакна ӑнлантӑр, —

  • |Mateo 24:16| вара Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр.

  • |Mateo 24:17| Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр.

  • |Mateo 24:18| Хирти ҫын та тумтир таврашӗ илес тесе каялла ан тавӑрӑнтӑр.

  • |Mateo 24:19| Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене пысӑк хуйхӑ пулӗ.

  • |Mateo 24:20| Хӑвӑр тарас вӑхӑт хӗллене е шӑмат куна ан килтӗрччӗ тесе кӗлтӑвӑр.


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.