Lucas


  • |Lucas 6:1| Пӗррехинче, пасхӑн иккӗмӗш кунӗ хыҫҫӑнхи малтанхи шӑмат кун, Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илсе, ывӑҫ тупанӗ ҫинче сӑтӑрса ҫиме пуҫланӑ.

  • |Lucas 6:2| Хӑш-пӗр фарисейсем вӗсенчен: «Эсир мӗншӗн шӑмат кун тума юраманнине тӑватӑр?» — тесе ыйтнӑ.

  • |Lucas 6:3| Иисус вӗсене ҫапла тавӑрнӑ: «Пӗррехинче, Давид тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑрасан, вӑл мӗн туни ҫинчен вуламан-им эсир?

  • |Lucas 6:4| Епле вӑл кӗлӗ ҫуртне кӗрсе Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене илсе хӑй те ҫинӗ, пӗрле пулнисене те панӑ. Вӗсене священниксемсӗр пуҫне никамӑн та ҫиме юраман вӗт-ха».

  • |Lucas 6:5| Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ — шӑмат кун хуҫи те».

  • |Lucas 6:6| Иисуса тепӗр шӑмат кун та синагогӑна кӗрсе вӗрентме тӳр килнӗ. Унта сылтӑм алли типнӗ ҫын пулнӑ.

  • |Lucas 6:7| Иисус шӑмат кун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна айӑплама сӑлтав шыраса, саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Ӑна сӑнаса тӑнӑ.

  • |Lucas 6:8| Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлнӗ, ҫавӑнпа Вӑл алли типнӗ ҫынна: «Тӑр та халӑх умне тух», — тенӗ. Лешӗ тӑнӑ та тухнӑ.

  • |Lucas 6:9| Унтан Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ сирӗнтен ыйтам-ха: шӑмат кун мӗн тумалла? Ыррине-и е усаллине? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен.

  • |Lucas 6:10| Вара Иисус вӗсене пурне те пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна: «Аллуна тӑс», — тенӗ. Лешӗ тӑснӑ та, унӑн алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.