Lucas


  • |Lucas 19:1| Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Иерихон хулине кӗнӗ те урампа утса пынӑ.

  • |Lucas 19:2| Ҫав хулара налук пухакансен пуҫлӑхӗ, Закхей ятлӑ пӗр пуян ҫын, пурӑннӑ.

  • |Lucas 19:3| Вӑл Иисуса курасшӑн питӗ тӑрӑшнӑ, анчах хӑй лутра пирки халӑх хушшинчен Ӑна курайман.

  • |Lucas 19:4| Вара Закхей маларах чупса кайнӑ та Вӑл иртес тӗлти смоква йывӑҫҫи ҫине хӑпарса тӑнӑ.

  • |Lucas 19:5| Ҫав вырӑна ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та Закхея асӑрханӑ. «Закхей! Хӑвӑртрах ан, Манӑн паян сан патна хӑнана пымалла», — тенӗ ӑна Иисус.

  • |Lucas 19:6| Закхей васкаса йывӑҫ ҫинчен аннӑ та Иисуса хӑй патне савӑнсах илсе кӗнӗ.

  • |Lucas 19:7| Ҫавна курсан ҫынсем: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ!» — тесе Иисуса ӳпкелешме пуҫланӑ.

  • |Lucas 19:8| Вара Закхей тӑнӑ та Хуҫамӑра ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Эпӗ халех хамӑн пурлӑхӑн ҫуррине чухӑнсене валеҫсе паратӑп. Кама та пулин улталанӑ пулсан, эпӗ ӑна тӑватӑ хут ытларах тавӑрса парӑп».

  • |Lucas 19:9| «Паян Закхей кил-йышне ҫӑлӑнӑҫ ҫитрӗ, мӗншӗн тесен вӑл та Авраам ачи!

  • |Lucas 19:10| Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», — тенӗ Иисус.


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.