-
|Lucas 4:1|Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ Иисуса Иордан хӗрринчен тавӑрӑнсан Сывлӑш пуш хире ертсе кайнӑ.
-
-
-
|Lucas 4:2| Унта Ӑна шуйттан хӗрӗх кун илӗртсе тӗрӗсленӗ. Ҫав кунсенче Иисус нимӗн те ҫимен, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ.
-
-
-
|Lucas 4:3| Шуйттан Ӑна каланӑ: «ЭсӗТурӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чула ҫӑкӑр пулма хуш».
-
-
-
|Lucas 4:4| «Ҫырнинче ҫапла каланӑ, — тавӑрнӑ ӑна Иисус, — ҫын ҫӑкӑрпа кӑна пурӑнмасть, Туррӑн кашни сӑмахӗпех пурӑнать».
-
-
-
|Lucas 4:5| Вара шуйттан Ӑна ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та пӗр самантрах тӗнчери мӗн пур патшалӑха кӑтартнӑ.
-
-
-
|Lucas 4:6| Унтан вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫак мӗн пур патшалӑхсемпе пуҫ пулмалли хама панӑ ирӗке, вӗсен чап-илемне Сана парӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.
-
-
-
|Lucas 4:7| Ҫапла вара, мана ӳксе пуҫҫапсан, пӗтӗмпех Санӑн пулӗ».
-
-
-
|Lucas 4:8| «Кай Ман патӑмран, шуйттан, — тенӗ Иисус. — Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“».
-
-
-
|Lucas 4:9| Вара шуйттан ӐнаИерусалима илсе кайнӑ таТурӑ Ҫурчӗ тӑррине тӑратса каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫакӑнтан аялалла сик.
-
-
-
|Lucas 4:10| Ҫырнинче каланӑ вӗт: „Турӑ Хӑйӗнангелӗсене Сана упрама хушӗ,
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
