Lucas


  • |Lucas 4:21| Унтан Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫырнинчи эсир илтнӗ ҫак сӑмахсем паян пурнӑҫланчӗҫ ӗнтӗ».

  • |Lucas 4:22| Вара вӗсем пурте Иисус каланипе килӗшнӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан ырӑлӑх сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» — тесе калаҫнӑ вӗсем.

  • |Lucas 4:23| Иисус вӗсене каланӑ: «Паллах, эсир, ваттисем каларӑшле: „Тухтӑр, Хӑвна Ху сыват!“ — тесе калама пултаратӑр Мана. Капернаумра Эсӗ мӗн тунине илтрӗмӗр эпир. Кунта та, Ху ӳснӗ хулара, ҫавна туса кӑтарт тесе каласшӑн ӗнтӗ эсир».

  • |Lucas 4:24| «Чӑн калатӑп сире, — тенӗ унтан, — хӑйӗн тӑван ҫӗр-шывӗнче пӗр пророка та хапӑл туса йышӑнмаҫҫӗ.

  • |Lucas 4:25| Тата ҫакна калас килет: Илия пурӑннӑ вӑхӑтра виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх пӗртте ҫумӑр ҫуман. Вара ҫав ҫӗр-шывра питӗ йывӑр выҫлӑх пуҫланнӑ. Ун чухне Израильте тӑлӑх арӑмсем нумай пулнӑ,

  • |Lucas 4:26| ҫапах Илия пророка Сидонри Сарепта хулинчи пӗр тӑлӑх арӑм патне янисӗр пуҫне пӗрин патне те яман.

  • |Lucas 4:27| Елисей пророк вӑхӑтӗнче те Израиль ҫӗрӗнче юхан-суранлӑ ҫынсем нумай пулнӑ, анчах Сири ҫынни Неемансӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те тасалман».

  • |Lucas 4:28| Ҫавна илтсен синагогӑрисем пурте питӗ хытӑ ҫилленсе кайнӑ.

  • |Lucas 4:29| Вӗсем сиксе тӑнӑ та Иисуса хуларан хӑваласа кӑларнӑ. Вара Ӑна хӑйсен хули вырнаҫнӑ ту ҫине илсе хӑпартса аялалла тӗртсе ярасшӑн пулнӑ.

  • |Lucas 4:30| Анчах та Иисус вӗсен хушшинченех утса тухса кайнӑ.


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.