-
|Lucas 14:1| Пӗршӑмат кун Иисус фарисейсен пуҫлӑхӗ патне хӑнана кӗнӗ. Унтифарисейсем Ӑна хытӑ сӑнаса ларнӑ.
-
-
-
|Lucas 14:2| Ҫавӑн чух Ун умне шыв чирӗпе асапланакан ҫын пырса тӑнӑ.
-
-
-
|Lucas 14:3| Иисуссаккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсенчен: «Саккун тӑрӑх шӑмат кун ҫынна чиртен сыватма юрать-и?» — тесе ыйтнӑ.
-
-
-
|Lucas 14:4| Лешсем чӗнмен. Иисус ҫав ҫынна сӗртӗнсе сыватнӑ та килне янӑ.
-
-
-
|Lucas 14:5| Унтан вӗсене: «Сирӗнтен камӑн та пулин ашакӗ е вӑкӑрӗ ҫӑла кайсан, ӑна вӑл, шӑмат кун пулсан та, хӑвӑртрах туртса кӑлармӗ-и?» — тенӗ.
-
-
-
|Lucas 14:6| Ҫакна хирӗҫ лешсем Ӑна нимӗн те калайман.
-
-
-
|Lucas 14:7| Чӗннӗ хӑнисем сӗтел хушшинчи лайӑхрах вырӑна ларма тӑрӑшнине курсан Иисус ҫаплаытарлӑх каласа кӑтартнӑ:
-
-
-
|Lucas 14:8| «Сана туя чӗнсен эсӗ кӗрекене кӗрсе ан лар. Тен, унта санран хисеплӗрех хӑна пулӗ.
-
-
-
|Lucas 14:9| Вара иксӗре те туя чӗннӗ хуҫи сан патна пырӗ те: „Эсӗ куҫса ху вырӑнна ҫак ҫынна ларт-ха“, — тейӗ. Ун чух санӑн намӑсланса алӑк патӗнчи вырӑна кайса лармалла пулӗ.
-
-
-
|Lucas 14:10| Хӑнана чӗнсен эсӗ алӑк патнерех лар. Вара сана чӗнекен хуҫи пырса: „Тусӑм! Эсӗ тӗпелерех иртсе ларсам“, — тейӗ. Ун чух сана ытти хӑнасем умӗнче епле хисеп пулӗ!
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
