-
|Lucas 10:1| Ҫавӑн хыҫҫӑнХуҫамӑр татах тепӗр ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ. Вара вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй кайма шухӑшланӑ хуласемпе ялсене янӑ.
-
-
-
|Lucas 10:2| Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Вырмалли нумай та, выраканӗ сахал. Ҫапла ӗнтӗ, ани ҫине выраканӗсене ятӑр тесе, ана Хуҫине йӑлӑнӑр.
-
-
-
|Lucas 10:3| Кайӑр, Эпӗ сире кашкӑрсем хушшине путексене янӑ пек яратӑп.
-
-
-
|Lucas 10:4| Хӑвӑрпа пӗрле укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, урана тӑхӑнмалли те ан илӗр. Ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр.
-
-
-
|Lucas 10:5| Мӗнле те пулин ҫурта кӗрсен эсир малтан: „Ҫак кил-йыша канӑҫлӑх пултӑр!“ — тесе саламлӑр.
-
-
-
|Lucas 10:6| Унта канӑҫлӑх ҫынни пулсан, сирӗн канӑҫлӑхӑр ун чунне кӗрӗ. Канӑҫлӑх ҫынни пулмасан, эсир ырӑ сунни хӑвӑрах тавӑрӑнӗ.
-
-
-
|Lucas 10:7| Хӑвӑра хапӑлласа йышӑннӑ ҫуртрах пурӑнӑр, мӗн сӗнеҫҫӗ, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр. Мӗншӗн тесен ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев илме тивӗҫлӗ. Пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр.
-
-
-
|Lucas 10:8| Эсир мӗнле те пулин хулана пырсан, унта сире хапӑл туса мӗн ҫиме парӗҫ, ҫавна ҫийӗр.
-
-
-
|Lucas 10:9| Унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, „Сирӗн патӑраТурӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“, — тейӗр вӗсене.
-
-
-
|Lucas 10:10| Енчен те сире пӗр-пӗр хулара хапӑл тумасан, эсир ҫав хула урамӗсем тӑрӑх ҫапла каласа ҫӳрӗр:
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
