Lucas


  • |Lucas 10:31| Ӑнсӑртран ҫав ҫулпа пӗр священник иртсе пынӑ. Вӑл, аманнӑ ҫынна курсан, айккинчен пӑрӑнса кайнӑ.

  • |Lucas 10:32| Кӑшт тӑрсан ҫав вырӑна левит ҫитнӗ. Вӑл патнерех пырса пӑхнӑ та ҫавнашкалах пӑрӑнса иртсе кайнӑ.

  • |Lucas 10:33| Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни ашакпа пынӑ. Мӗскӗне курсассӑн вӑл питӗ шелленӗ.

  • |Lucas 10:34| Вара унӑн суранӗсене эрехпе олив ҫӑвӗ сӗрсе, эмеллесе ҫыхнӑ. Унтан ӑна ашакӗ ҫине лартнӑ та хӑна ҫуртне илсе кайнӑ. Хӑна ҫуртӗнче те вӑл уншӑн тӑрӑшнӑ.

  • |Lucas 10:35| Тепӗр кунне, хӑй тухса каяс умӗн, хӑна ҫурчӗн хуҫине вӑл икӗ динарий панӑ та: „Эсӗ ҫак ҫынна пӑх-ха. Ку укҫа ҫитмесен, эпӗ каялла тавӑрӑннӑ чух уншӑн сана татах тӳлӗп“, — тенӗ.

  • |Lucas 10:36| Эсӗ мӗнле шутлатӑн ӗнтӗ? — ыйтнӑ Иисус унран. — Вӑрӑ-хурахсен аллине лекнӗ ҫыншӑн ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ҫывӑххи пулнӑ?»

  • |Lucas 10:37| «Ӑна хӗрхенсе пулӑшаканни», — тенӗ саккун вӗрентӳҫи. Вара Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Кай та эсӗ те ҫапла ту».

  • |Lucas 10:38| Ҫулпа малалла пынӑ чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗр яла кӗнӗ. Унта Ӑна Марфа ятлӑ пӗр хӗрарӑм хӑй килне чӗнсе кӗртнӗ.

  • |Lucas 10:39| Унӑн Мария ятлӑ йӑмӑкӗ пулнӑ. Вӑл Иисус ури патне пырса ларнӑ та Ун сӑмахӗсене итлеме пуҫланӑ.

  • |Lucas 10:40| Марфа вара хӑнана чаплӑрах ӗҫтерсе ҫитересчӗ тесе тӑрӑшнӑ. Унтан вӑл Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Йӑмӑк мана пӗчченех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? Мана пулӑшма кала-ха ӑна!»


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.