Lucas


  • |Lucas 3:1| Тиверий императора ларни вун пилӗк ҫула кайнӑ. Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра ларнӑ, Галилея ҫӗрӗнче — Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗнче — унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗнче — Лисаний.

  • |Lucas 3:2| Аннапа Каиафа ун чухне аслӑ священниксем пулнӑ. Ҫавӑн чух Захария ывӑлне, Иоана, пуш хирте Турӑ сӑмахӗ илтӗннӗ.

  • |Lucas 3:3| Иоанн вара Иордан шывӗ таврашӗнче, пур ҫӗрте те, ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтленӗ.

  • |Lucas 3:4| Ун ҫинчен Исаия пророк кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр!

  • |Lucas 3:5| Мӗн пур айлӑм вырӑнсем тулччӑр, мӗн пур тусемпе сӑртсем ҫӗрпе танлашчӑр. Кукӑр ҫулсем тӳрӗленччӗр, тикӗс маррисем те — тикӗсленччӗр,

  • |Lucas 3:6| вара пӗтӗм этемлӗх Турӑ панӑ ҫӑлӑнӑҫа курӗ!“»

  • |Lucas 3:7| Иоанн хӑй патне шыва кӗме пыракан халӑха ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире?

  • |Lucas 3:8| Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. „Пирӗн мӑн асатте — Авраам!“ — текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.

  • |Lucas 3:9| Акӑ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать. Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен кирек епле йывӑҫа та касса вута пӑрахаҫҫӗ».

  • |Lucas 3:10| «Пирӗн мӗн тумалла ӗнтӗ?» — тесе ыйтнӑ унран халӑх.


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.