-
|Lucas 18:1| Ялан Турра кӗлтумаллине тата хуйха ӳкме юраманнине пӗлччӗр тесе Иисус вӗсене ҫакӑн пекытарлӑх каланӑ:
-
-
-
|Lucas 18:2| «Пӗр хулара судья пурӑннӑ, вӑл Турӑран та хӑраман, ҫынсене те ним вырӑнне хуман.
-
-
-
|Lucas 18:3| Ҫав хуларах тата тӑлӑх арӑм пулнӑ. Вӑл ялан ҫав судья патне пырса: „Мана хампа хирӗҫекен ҫынран хӳтӗлесемччӗ,“ — тесе йӑлӑннӑ.
-
-
-
|Lucas 18:4| Судья нумайччен ун хутне кӗресшӗн пулман. Юлашкинчен хӑй ӑшӗнче шутланӑ: „Эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынсене те ним вырӑнне хумастӑп!
-
-
-
|Lucas 18:5| Анчах ку тӑлӑх арӑм мана пӗртте канӑҫ памасть. Ҫавӑнпа ун ыйтӑвне татса парам, урӑх аптӑратса ан ҫӳретӗр“».
-
-
-
|Lucas 18:6| «Тӳрӗ мар судья мӗн каланине астӑвӑр, — тенӗ унтанХуҫамӑр .
-
-
-
|Lucas 18:7| — Кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнса ыйтсан Турӑ Хӑйӗн суйланӑ ҫыннисене, васкаман пек туйӑнсан та, хӳтӗлесе хӑвармӗ-и?
-
-
-
|Lucas 18:8| Калатӑп сире: Вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах таЭтем Ывӑлӗ килсен ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-ши?»
-
-
-
|Lucas 18:9| Ытти ҫынсенчен йӗрӗнсе, эпир кӑна тӳрӗ пурӑнатпӑр тесе шутлакансене Иисус ҫакӑн пек ытарлӑх каласа кӑтартнӑ:
-
-
-
|Lucas 18:10| «Икӗ ҫын Турӑ Ҫуртне кӗлтума кӗнӗ: пӗри фарисей пулнӑ, тепри —налук пухакан .
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
