-
|Lucas 6:11| Вӗсем вара урса ҫитнипе хӑйсем хушшинче: «Ку Иисуса мӗн тӑвар-ши?» — тесе калаҫнӑ.
-
-
-
|Lucas 6:12| Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Унта Вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ.
-
-
-
|Lucas 6:13| Тул ҫутӑлсан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе вӗсенчен вун иккӗшне суйласа илнӗ, вӗсенеапостол ятне панӑ. Вӗсем ҫаксем:
-
-
-
|Lucas 6:14| Петр тесе Иисус ят панӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей,Иаков , Иоанн, Филипп, Варфоломей,
-
-
-
|Lucas 6:15| Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Зилот текен Симон,
-
-
-
|Lucas 6:16| Иаков ывӑлӗИуда тата Иуда Искариот. Ҫакскер кайран сутӑнчӑк пулса тӑнӑ.
-
-
-
|Lucas 6:17| Иисус апостолсемпе пӗрле ту ҫинчен ансан тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ. Унта вара Унӑн чылай вӗренекенӗсем тата пӗтӗм Иудейӑран,Иерусалимран , тинӗс хӗрринчи ТирпаСидон таврашӗнчен нумай халӑх пуҫтарӑннӑ.
-
-
-
|Lucas 6:18| Вӗсем пурте Иисус вӗрентнине итлеме тата чирӗсенчен сывалма пынӑ. Усал сывлӑш ернипе аптӑракан ҫынсем те пырса тӑнӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
-
-
-
|Lucas 6:19| Пӗтӗм халӑх Ӑна сӗртӗнесшӗн пулнӑ, мӗншӗн тесен Унран тухакан хӑват пурне те сыватнӑ.
-
-
-
|Lucas 6:20| Хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине пӑхса Иисус ҫапла калама пуҫланӑ: «Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, сиреТурӑ Патшалӑхӗ пулӗ.
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
