-
|Mateo 14:21| Хӗрарӑмсемпе ачасене шутламасан, ҫиекенӗсем пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.
-
-
-
|Mateo 14:22| Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса тинӗс леш енне Хӑйӗнчен маларах ишсе каҫма хушнӑ, Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.
-
-
-
|Mateo 14:23| Халӑхпа сывпуллашсан Вӑл пӗчченлӗхре кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ, ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ.
-
-
-
|Mateo 14:24| Ҫав вӑхӑтра кимӗ тинӗс варрине ҫитнӗ ӗнтӗ. Ҫил хирӗҫле пулнӑран кимме хумсем лӑсканӑ.
-
-
-
|Mateo 14:25| Тул ҫутӑласпа вара Иисус вӗренекенӗсем патне тинӗс ҫийӗпе утса пынӑ.
-
-
-
|Mateo 14:26| Вӗренекенӗсем, Вӑл тинӗс ҫийӗпе утса пынине курсан, пӑлханса ӳкнӗ те: «Куҫа мӗлке курӑнать», — тенӗ. Сехрисем хӑпнипе вӗсем кӑшкӑрсах янӑ.
-
-
-
|Mateo 14:27| Иисус вӗсене ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку — Эпӗ, ан хӑрӑр!» — тенӗ.
-
-
-
|Mateo 14:28| «Хуҫам! — тенӗ Ӑна Петр. — Енчен те Ку Эсех пулсан, эппин мана та Хӑв патна шыв ҫийӗпе пыма хуш».
-
-
-
|Mateo 14:29| «Кил», — тенӗ Иисус. Петр вара кимӗрен тухса шыв ҫийӗпе Иисус патне утнӑ.
-
-
-
|Mateo 14:30| Анчах та ҫил вӑйлине асӑрхасан вӑл хӑранипе пута пуҫланӑ. «Хуҫам! Ҫӑлсам мана!» — тесе кӑшкӑрса янӑ вӑл.
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
