Juan


  • |Juan 13:1| Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен.

  • |Juan 13:2| Каҫхине Иисуспа вӗренекенӗсем апат ҫиме ларнӑ. Ҫавӑн чухне шуйттан Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ.

  • |Juan 13:3| Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑйӗн аллине панине тата Хӑй Турӑ патӗнчен анса Турӑ патне каясса Иисус пӗлнӗ.

  • |Juan 13:4| Ҫавӑнпа Вӑл сӗтел хушшинчен тухнӑ та, ҫиелти тумне хывса, пилӗкне ал шӑлли ҫыхнӑ.

  • |Juan 13:5| Унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсен урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ ал шӑллипе шӑла пуҫланӑ.

  • |Juan 13:6| Петр текен Симон патне ҫитсен, лешӗ тӗлӗнсе кайнипе ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ ман урана ҫӑвасшӑн-и?»

  • |Juan 13:7| «Эпӗ мӗн тунине эсӗ халӗ пӗлейместӗн-ха, кайран ӑнланса илӗн», — тесе хуравланӑ Иисус.

  • |Juan 13:8| «Ӗмӗрне те ҫутармастӑп!» — хирӗҫленӗ Ӑна Петр. «Эпӗ сан уруна ҫумасан, эсӗ Манпа пӗрлӗхлӗ пулаймӑн», — тенӗ ӑна Иисус.

  • |Juan 13:9| «Хуҫамӑр! Эппин урама кӑна мар, аллӑмпа пуҫӑма та ҫуса яр», — тенӗ Ӑна Петр текен Симон.

  • |Juan 13:10| «Ҫӑвӑннӑ ҫын ахалех таса, — тенӗ ӑна Иисус, — ҫавӑнпа унӑнне урине кӑна ҫумалла. Эсир те таса, анчах пурте мар».


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.