Juan


  • |Juan 9:1| Иртсе пынӑ чух Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна курнӑ.

  • |Juan 9:2| Вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: «Равви! Ҫак ҫын кама пула суккӑр ҫуралнӑ? Кам ҫылӑха кӗнӗ: хӑй е ашшӗ-амӑшӗ?»

  • |Juan 9:3| «Вӑл хӑй те, ашшӗ-амӑшӗ те ҫылӑха кӗмен, — хуравланӑ Иисус. — Турӑ хӑватне палӑртма ҫапла ҫуралнӑ вӑл.

  • |Juan 9:4| Мана кунта Яраканӑн ӗҫне пирӗн кун ҫути пур чухне тумалла. Каҫ пулсан никам та ӗҫлеймест.

  • |Juan 9:5| Ҫак тӗнчере чухне Эпӗ — тӗнче ҫути».

  • |Juan 9:6| Ҫакна каласан Иисус ҫӗре сурнӑ. Вара сурчӑкне тӑпрапа ҫӑрса пылчӑк тунӑ та унпа суккӑрӑн куҫне сӗрнӗ.

  • |Juan 9:7| «Халӗ кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн», — тенӗ ӑна Иисус. Вӑл кайса ҫӑвӑннӑ та куракан пулса тавӑрӑннӑ. «Силоам» тени «янӑскер» тени пулать.

  • |Juan 9:8| «Ку хайхи ыйткаласа ларакан ҫын мар-и?» — тенӗ маларах вӑл суккӑррине курнӑ ҫынсемпе кӳршисем.

  • |Juan 9:9| «Ҫавӑ», — тенӗ пӗрисем. «Ҫук-ҫук, вӑл сӑнӗпе кӑна ун евӗрлӗрех», — хирӗҫленӗ теприсем. «Эпӗ чӑнах та ҫавӑ», — тесе ҫирӗплетнӗ вӑл хӑй.

  • |Juan 9:10| Вара унран: «Санӑн куҫу епле уҫӑлчӗ?» — тесе ыйта пуҫланӑ.


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.