-
|Juan 12:1|Пасха ҫитесси ултӑ кун юлсан Иисус Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазарь пурӑнакан Вифани ялне пынӑ.
-
-
-
|Juan 12:2| Иисус пынӑ ятпа унта каҫхи апат хатӗрленӗ. Марфа хӑнасене пӑхнӑ. Иисуспа ларакансем хушшинче Лазарь те пулнӑ.
-
-
-
|Juan 12:3| Ҫавӑнта Мария пӗр кӑкшӑма тултарса нардран тунӑ таса, хаклӑ йышшимирӑ илсе пынӑ. Унтан, Иисусӑн урине ҫупа сӗрсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Пӳрчӗпех ырӑ мирӑ шӑрши сарӑлнӑ.
-
-
-
|Juan 12:4| Вӗренекенӗсенчен пӗри, кайран Иисуса тытса панӑИуда Искариот, Симон ывӑлӗ 5, ҫавӑнта пулнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ:
-
-
-
|Juan 12:5| «Ку ҫӑва виҫ ҫӗрдинарийлӗх сутса укҫине чухӑнсене валеҫсе памалла марччӗ-и?»
-
-
-
|Juan 12:6| Ҫакна вӑл чухӑнсемшӗн куляннипе мар, хӑй вӑрӑ пулнӑран каланӑ. Ун ҫумӗнче ӗненекенсене пулӑшмалли укҫа арчи пулнӑ, унта янӑ укҫасене вӑл хӑй валли те илкеленӗ.
-
-
-
|Juan 12:7| «Ан чӑрмантарӑр ӑна, — тенӗ ҫавӑн чухне Иисус. — Вӑл ку ҫӑва Мана пытарас кун валли усрать.
-
-
-
|Juan 12:8| Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ яланах пулас ҫук».
-
-
-
|Juan 12:9| Иисус ӑҫтине пӗлнӗиудейсем ҫавӑнта йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса кӑна мар, Вӑл вилӗмрен чӗртнӗ Лазаре те курасшӑн пулнӑ.
-
-
-
|Juan 12:10| Вара аслӑ священниксем Лазаре те вӗлерес тесе кавар тунӑ.
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
