Juan


  • |Juan 21:1| Ҫавӑнтан кайран Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене Тивериада тинӗсӗ патӗнче каллех курӑннӑ. Ку ӗҫ ҫапла пулса иртнӗ.

  • |Juan 21:2| Петр текен Симон, Йӗкӗреш текен Фома, Галилейӑри Кана ҫынни Нафанаил, Зеведей ывӑлӗсем тата Иисусӑн тепӗр икӗ вӗренекенӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ.

  • |Juan 21:3| «Эпӗ пулла каятӑп», — тенӗ вӗсене Петр текен Симон. «Эпир те пыратпӑр», — тенӗ ӑна ыттисем. Вара вӗсем кимӗ ҫине ларса тинӗсе тухнӑ. Анчах ҫав каҫ вӗсем нимӗн те тытайман.

  • |Juan 21:4| Ирпе ирех Иисус вӗсене ҫыранта кӗтсе тӑнӑ, анчах вӗренекенӗсем Иисуса паллайман.

  • |Juan 21:5| «Ачасем, сирӗн ҫимелли мӗн те пулин пур-и?» — тенӗ вӗсене Иисус. «Ҫук ҫав», — тавӑрнӑ вӗренекенӗсем.

  • |Juan 21:6| «Сӗреке-тетелӗрсене кимӗрен сылтӑмарах пӑрахӑр-ха, вара кӗрӗ», — тесе каланӑ вӗсене Иисус. Ҫапла тусан туртса кӑлараймиех пулӑ кӗнӗ.

  • |Juan 21:7| Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ вара Петра ҫапла каланӑ: «Ку — Хуҫамӑр вӗт-ха!» Петр текен Симон, ҫарамасскер, «Ку — Хуҫамӑр» тенине илтсен, ҫи-пуҫне пилӗк тавра ҫыхнӑ та шыва сикнӗ.

  • |Juan 21:8| Ытти вӗренекенӗсем, тулли сӗреке-тетелӗсене сӗтӗрсе, киммипе ҫыран хӗрне ишсе пынӑ. Пуллине вӗсем ҫырантан инҫех те мар, пӗр ҫитмӗл хӑлаҫра, тытнӑ пулнӑ.

  • |Juan 21:9| Ҫыран хӗррине тухсан вӗсем кӑвайт ҫуннине курнӑ. Тӗлкӗшекен кӑвар ҫине пулӑ хунӑ иккен. Унтах ҫӑкӑр та пулнӑ.

  • |Juan 21:10| «Халӗ ӗнтӗ тытнӑ пуллӑра илсе килӗр», — тенӗ вӗсене Иисус.


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.