-
|Juan 13:11| Пурте мар тесе Вӑл Хӑйне тытса паракана малтанах пӗлнӗрен каланӑ.
-
-
-
|Juan 13:12| Вӗренекенӗсен урисене ҫусан, Хӑйӗн тумне тӑхӑнса, Вӑл каллех сӗтел хушшине ларнӑ. «Эпӗ сирӗншӗн мӗн тунине ӑнлантӑр-и? — ыйтнӑ вара Вӑл.
-
-
-
|Juan 13:13| — Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Хуҫамӑр тетӗр. Тӗрӗсех калатӑр, Эпӗ, чӑнах та, сирӗн Вӗрентекенӗр тата Хуҫӑр.
-
-
-
|Juan 13:14| Ҫапла вара, Эпӗ, сирӗн Хуҫӑр тата Вӗрентекенӗр, урӑрсене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла.
-
-
-
|Juan 13:15| Сирӗн те Ман пекех тумалла тесе Эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм.
-
-
-
|Juan 13:16| Чӑн-чӑнах калатӑп сире: чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар, ӗҫпе янӑ ҫын та хӑйне яраканнинчен аслӑ мар.
-
-
-
|Juan 13:17| Ҫаксене пӗлсе пурнӑҫласа тӑрсан эсир телейлӗ пулӑр.
-
-
-
|Juan 13:18| Сирӗн ҫинчен пурин пирки те каламастӑп. Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ҫырнинче „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекенех Мана хирӗҫ тӑчӗ“ тесе калани пурнӑҫлантӑр ӗнтӗ.
-
-
-
|Juan 13:19| Ӗҫӗ пулса иртичченех Эпӗ ун ҫинчен ахальтен каламастӑп. Ӗҫӗ пурнӑҫлансан ЭпӗХристос иккенне ӗненччӗр тесе калатӑп.
-
-
-
|Juan 13:20| Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам Эпӗ янӑ ҫынна йышӑнать, ҫав Мана хапӑл тӑвать. Кам Мана хапӑл тӑвать, ҫав Мана кунта Яракана йышӑнать».
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
