-
|Efesios 4:1| Ҫапла вара эпӗ,Хуҫамӑршӑн тӑрӑшнине пула тӗрмере лараканскер, сире тархаслатӑп: хӑвӑра чӗнсе илнине тивӗҫлӗ пулӑр.
-
-
-
|Efesios 4:2| Йӑваш та сӑпайлӑ, чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса-каҫарса пурӑнӑр.
-
-
-
|Efesios 4:3|Турӑ Сывлӑшӗ панӑ пӗрлӗхе пӗр-пӗринпе килӗштерсе упрама тӑрӑшӑр.
-
-
-
|Efesios 4:4| Хӑвӑра Турӑ чӗнсе илсе пӗртен-пӗр шанчӑк панӑ пекех, эсир пӗр ӳт-пӳпе, пӗр чун-чӗмпе пурӑнӑр.
-
-
-
|Efesios 4:5| Хуҫамӑр пӗрре, ӗненӳ пӗрре,шыва кӗни те пӗрре;
-
-
-
|Efesios 4:6| Туррӑмӑр пӗрре, Вӑл пурин Ашшӗ те. Вӑл — пуринчен те ҫӳлте, Хӑйӗн хӑватне пурин урлӑ та тӑвать, Вӑл — пурин ӑшӗнче те.
-
-
-
|Efesios 4:7| Пире кашнинехХристос ырӑлӑх виҫсе панӑ.
-
-
-
|Efesios 4:8| Ҫавӑнпа ҫапла каланӑ та: «Ҫӳле хӑпарсан Вӑл тӑшманӗсене тыткӑна илнӗ, этемсене вара тивӗҫлӗ парнесем панӑ».
-
-
-
|Efesios 4:9| „Ҫӳле хӑпарсан“ тени вара мӗне пӗлтерет-ха? Маларах Вӑл ҫӗр тӗпне анса курнине мар-и вара?
-
-
-
|Efesios 4:10| Ҫапла ӗнтӗ, пӗрре анса, тепре ҫӳл тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленсе, Вӑл ҫут тӗнчене Хӑйӗнпе тултарнӑ.
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
