-
|Colossenses 2:1| Сирӗншӗн тата Лаодикири, Иерапольти тӑвансемшӗн, тата мана курман-пӗлмен мӗн пур ӗненекенсемшӗн хам епле паттӑррӑн кӗрешнине манӑн сире пӗлтерес килет.
-
-
-
|Colossenses 2:2| Вӗсен чӗрисем чи паха ӑнланулӑхпа пуянланма тата Атте ТурӑпаХристос вӑрттӑнлӑхне пӗлме юратулӑхпа пӗрлешчӗр тесе, эпӗ вӗсене хастарлатма тӑрӑшатӑп.
-
-
-
|Colossenses 2:3| Мӗншӗн тесен ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн мӗн пур пуянлӑхӗ — Христосра.
-
-
-
|Colossenses 2:4| Ҫакна эпӗ сире суя сӑмаха чӑн туса вӗрентекенсем пӗри те ан улталайччӑр тесе калатӑп.
-
-
-
|Colossenses 2:5| Кӗлеткемпе сирӗнпе мар пулин те, чунӑмпа эпӗ сирӗнпех: эсир пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑннишӗн, Христоса ҫирӗп ӗненнишӗн питӗ хӗпӗртетӗп.
-
-
-
|Colossenses 2:6| Ҫавӑнпа та, эсир Христос ИисусХуҫамӑра ӗнентӗр пулсан, малалла та Унпа пӗрлӗхлӗн пурӑнӑр.
-
-
-
|Colossenses 2:7| Тымар ярса Унпа тӗрекленӗр, хӑвӑра вӗрентнӗ ӗненӳпе ҫирӗпленӗр, Турра тав тусах тӑрӑр.
-
-
-
|Colossenses 2:8| Эй, тӑвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем ҫинчен вӗрентекенсенчен асӑрханӑр. Вӗсем Христос хыҫҫӑн мар, этем юмах-халапӗсемпе шухӑш варкӑшӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ.
-
-
-
|Colossenses 2:9| Тӗрӗссипе вара Унра, ӳтленсе килнӗскерте, Туррӑн пӗтӗм туллилӗхӗ пур.
-
-
-
|Colossenses 2:10| Унпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран кӑна эсир те пурӑнӑҫ туллилӗхне илтӗр. Вӑл — ҫӳлти пуҫлӑхсемпе влаҫсен пуҫӗ.
-
-
Portugués
Italiano
Español
Inglés
Francés
Arábica
Mandarín
Hindi
Alemán
Иисус Христос Хуҫамӑр
