3 Juan


  • |3 Juan 1:1| Ватӑ ҫынран — савнӑ Гай патне. Эпӗ сана чӑнласах юрататӑп.

  • |3 Juan 1:2| Савнӑ тӑванӑм! Эпӗ санӑн сывлӑхушӑн кӗлтӑватӑп, чуну ырӑланса пынӑҫемӗн санӑн пурне те ӑнӑҫтарса пымалла пултӑрччӗ тетӗп.

  • |3 Juan 1:3| Ӗненекен тӑвансем эсӗ Турӑ чӑнлӑхне чунпа парӑнни ҫинчен килсе каласа кӑтартрӗҫ те, эпӗ питӗ савӑнтӑм.

  • |3 Juan 1:4| Ачамсем чӑнлӑхпа ҫӳреҫҫӗ тени мана пуринчен те ытла савӑнтарать.

  • |3 Juan 1:5| Савнӑ тӑванӑм! Эсӗ ӗненекен тӑвансемшӗн, уйрӑммӑнах ҫул ҫӳрекеннисемшӗн, тӑрӑшса чӑн-чӑн Христос ҫынни пек тӑватӑн.

  • |3 Juan 1:6| Вӗсем ӗненекенсем умӗнче сан юратулӑху ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерчӗҫ. Эсӗ вӗсене, Турра юрӑхлӑ пек, ҫул ҫине лайӑх пуҫтарса-хатӗрлесе яр.

  • |3 Juan 1:7| Мӗншӗн тесен вӗсем урӑх халӑх ҫыннисенчен нимӗн илмесӗрех Христос ҫинчен вӗрентме ҫула тухса кайнӑ.

  • |3 Juan 1:8| Ҫапла ӗнтӗ пирӗн, чӑнлӑхшӑн тӑрӑшакансене пулӑшас тесен, унашкаллисене хапӑл тӑвас пулать.

  • |3 Juan 1:9| Ӗненекен ушкӑнрисем патне эпӗ ҫыру ҫырса ятӑм, анчах та вӗсен пуҫлӑхӗ Диотреф, хуҫаланма юратаканскер, пире йышӑнмасть.

  • |3 Juan 1:10| Ҫавӑнпа та эпӗ, пырас пулсассӑн, вӑл мӗн хӑтланса пурӑнни ҫинчен аса илтерӗп. Вӑл пире усал сӑмахсем каласа хӑртать. Унпа та ҫырлахмасть-ха: вӑл ӗненекен тӑванӑмӑрсене хӑй те йышӑнмасть, йышӑнас текенсене те чарать. Кам ҫул ҫӳрекен тӑванӑмӑрсене хапӑл тӑвать, ҫавсене Диотреф чиркӳрен хӑваласа ярать.


COOKIES

Usamos cookies para brindarle una mejor experiencia, mejorar el rendimiento, analizar cómo interactúa en nuestro sitio web y personalizar el contenido. Al utilizar este sitio web, acepta el uso de cookies.

Datos Esenciales

Se necesitan datos esenciales para ejecutar el sitio web que está visitando. No puede deshabilitarlos.